Мăнкун
— ҫулталăкри чи аслă уяв. Мăнкун ирхине ирех ачасем урама хĕвел тухнине курма
чупса тухнă. Ачасемпе пĕрле аслисем те ватăсем те тухнă. Вĕсем ачасене юмахсем
тата халапсем Хĕвелпе усал Вупӑр карчăк ҫапăҫни ҫинчен каласа панă.
Хĕвел тухнă чухне
ватăсем ачасене тырăпа хăмлапа сапнă. Ачасем ҫĕр ҫинче йăваланнă, вара
ҫулталăкĕпех ачасем чирлемеҫҫĕ тенĕ.
Хĕвел тухнă хыҫҫăн ачасем ялалла
таврăннă. Аслисем вĕсене парнесемпе кĕтсе илнĕ, хăнана чĕннĕ, пылак
ҫимĕҫсемпе, мăйăрпа, хĕрлĕ ҫăмартапа хăналанă. Ачасем пĕрремĕш хĕвеле
кĕтсе илсен, кил — ҫурта телей, сывлăх тата ăнăҫу килет тесе шутланнă. Ҫак аслă
уявра аслисем ачасем валли чуччу каштисем вырнаҫтарса панă, тĕрлĕ вăйăсем
вылянă.
Ака уйăхĕн 23 – мĕшĕнче Елчĕк ялĕнчи
«Хĕвел» ача садĕнче Мăнкуна – Аслă куна халалланă уяв иртрĕ. Мăнкун уявĕнче вăтам
ушкăн ачасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: юрăсемпе ташăсем те, вăйăсемпе
такмаксем те, шŷтсем те пулчĕç уявра. Ачасемпе воспитательсен илемлĕ чăваш
тумĕсем куçа илĕртрĕç.
Мӑнкуна мӗн ӗлӗкрен хаваслӑ
ирттернӗ. Эпир те ҫак кӑмӑлпа уява савӑнӑҫлӑ тума тӑрӑшрӑмӑр, пурне те ырӑ
туйӑм парнелерӗмӗр.