Чӑваш
çӗр-шывӗ – «çӗр пин тӗрӗ çӗр-шывӗ». Чӑваш тӗрри илемлӗ те илӗртӳллӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче — Чӑваш тӗрри
кунӗ. Ҫак уява халалласа «Хĕвел» ача сачĕнче чӑвашлӑх темипе тӗрлӗрен калаҫусем,
мероприятисем иртрӗҫ, чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗсемпе, хӑйне евĕрлĕхӗпе паллашрӗҫ.
Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑсрах, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне уҫса
парать, халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулне сӑнлать. Ачасем ӗлӗкхи тӗрӗсен илемӗпе
киленчӗҫ, хӑйсен те тӗрлеме вӗренес кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.
«Хĕвел» ача сачĕн ачисем малашне те "хастарлӑ, хыт
утӑмлӑ" пуласса, "кунҫул уттинчен юлмасса" шанас килет.