Кашни халăхăн куçа курăнман чун пуянлăхĕ пур. Халăх ăс - хакăлĕн тупри - юрă е юмах, тупмалли юмах е ваттисен сăмахĕ, халăх вăййи е ташши. Чăваш халăхĕн иртнĕ пурнăçĕнчи ырă та илемлĕ йăли - йĕркисенчен пĕри - чăваш вăййи. Çамрăксен вăййи вăл - савăнăçпа пултарулăх, юрă - ташă, вăйă - кулă. Чăваш çамрăкĕсен вăййи - куллипе юррисенчи илеме ачасем патне çитерес тĕллевпе Елчĕкри «Хĕвел» ача сачĕн «Шăпарлан» вăтам ушкăнри ачасемпе «Айтăр вăййа тухар-и?» вăйă каçне ирттернĕ. Ачасем «Ал татмалла», «Ят пĕлмелле», «Кĕперле», «Суккăр упалла» вăйăсене выляса киленнĕ, Чăваш ташшине ташланă. «Сарă каччă», «Пирĕн урам анаталла», «Илемлĕ чăваш тĕрри» юррисене шăрантарнă.