«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртрес. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухрес:
«Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗс. Иккӗмӗш вырӑна Елчекри «Хевел» ача сачĕнчен Ульяна Шашкова йышӑнчӗ.
Чыслав акан 28-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртрӗ. Выран йышӑннисене парнесемпе тивӗҫтерчӗс. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсем дипломлӑ пулӗҫ.